Савӑнӑҫ — Хурлану

 

4726Хӗпӗртӳ пулсан пит ан хаваслан, хуйхӑ пулсан пит ан хуйхӑр.Савӑнӑҫ — Хурлану
4727Хуйӑха пусарма савӑнӑҫ кирлӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4754Хуйха-суйхӑ пӗччен ҫӳремест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4728Хуйхӑ ватӑлтарать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4729Хуйхӑ вӑл арман чулӗ пек пусать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4730Хуйхӑ вӗлермест, типӗтет анчах.Савӑнӑҫ — Хурлану
4731Хуйхӑ пулмасӑр хура куҫҫулӗ тӑкӑнмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4732Хуйхӑ пуссан тӗнче те тӗксӗм.Савӑнӑҫ — Хурлану
4733Хуйхӑ пуҫа устарать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4734Хуйхӑ пуҫа шуратать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4735Хуйхӑ урлӑ хурлӑх кармашса пӑхать теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4738Хуйхӑ хӑвӑн хул хушшинчех вӑл.Савӑнӑҫ — Хурлану
4739Хуйхӑ хӑпать, инкек иртет, асапӗ ӗмӗрлӗх теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4740Хуйхӑ хӑпнӑ ҫӗре суйхӑ ҫитсе те тӑрать тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4741Хуйхӑ хуйӑр мар, хӑпӑтса пӑрахма ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4742Хуйхӑ хыҫҫӑн савӑнӑҫ килет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4743Хуйхӑ хыҫҫӑн хуйӑрӗ юлать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4736Хуйхӑ чӗре ҫуне типӗтет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4737Хуйхӑ чӗрене ҫиет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4755Хуйхӑ-суйхӑ систермесӗр ҫӳрет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4756Хуйхӑ-суйхӑ ҫил вӗрнипе сирӗлес ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4757Хуйхӑ-суйхӑ ҫынна улшӑнтарать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4758Хуйхӑ-суйхӑ ҫынсене пӗрлештерет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4759Хуйхӑ-суйхӑ хупӑрласан хусӑк тыт.Савӑнӑҫ — Хурлану
4744Хуйхӑллӑ чӗрене ҫу пусмӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4745Хуйхӑпа ан хуҫӑл, ӗҫлесе уҫӑл.Савӑнӑҫ — Хурлану
4746Хуйхӑпа хула ҫавӑрас ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4747Хуйхӑпала нуша кама пулман-ши?Савӑнӑҫ — Хурлану
4748Хуйхӑпала хуралан, шухӑшпала шуралан.Савӑнӑҫ — Хурлану
4749Хуйхӑрнӑ чух вӑхӑт пит вӑрӑм.Савӑнӑҫ — Хурлану
4750Хуйхӑрса курман ҫын савӑнма пӗлмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4751Хуйхӑрса ларнипе хырӑм тӑранмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4752Хуйхӑсӑр ҫын хура ҫӑкӑрпах ӳт хушать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4753Хуйхӑсӑра хуйхӑ кирлӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4760Хурланнӑ чуна ан кӳрентер.Савӑнӑҫ — Хурлану
4761Хурланнине ҫын курмасть, савӑннине час курать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4762Хурланса ларакан кайӑкӑн ӗмӗрӗ кӗске.Савӑнӑҫ — Хурлану
4764Хурланса ларнипе хур кайӑк йӑвине тупма ҫук, тупсассӑн та чӗррӗн тытма ҫук, тытсассӑн та текне татма ҫук, татсассӑн та ашне ҫиме ҫук, ҫисессӗн те усса пырас ҫук теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4763Хурланса ларнипе хурӑн милӗк ҫыхаймӑн теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4765Хурлӑ ҫын та ялан хурланмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4766Хурлӑ ҫынпа — хурланӑҫ, савӑк ҫынпа — савӑнӑҫ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4767Хурлӑх вӑрӑм, ырлӑх кӗске.Савӑнӑҫ — Хурлану
4769Хурлӑх куракан хурчка пулнӑ, тухман ҫын тӑмана пулнӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4770Хурлӑх курмасӑр ырлӑх ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4771Хурлӑх курса пурнасси хурӑн ҫырли ҫиесси мар.Савӑнӑҫ — Хурлану
4768Хурлӑх кут хыҫӗнче, ырлӑх пуҫ тӳпинче.Савӑнӑҫ — Хурлану
4772Хурлӑх пӗтсен ырлӑх тет, хурлӑх хӑҫан пӗтӗ-ши?Савӑнӑҫ — Хурлану
4773Хурлӑх пуссан хурама та тайӑлать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4774Хурлӑх сунса ырлӑх тупаймӑн.Савӑнӑҫ — Хурлану
4775Хурлӑх ҫӗр ҫынна авнӑ ҫӗре ырлӑх пӗр ҫынна ҫех ҫупӑрлать.Савӑнӑҫ — Хурлану